Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке клубне халӑх нумай пухӑннӑ. Унта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем килнӗ. Хӑнасем «Пирӗн атте авлана-а-ать!» камитпе паллаштарнӑ.
Спектакле Валерий Иовлев лартнӑ. Тӗп сӑнар — Николай — ура ҫинче ҫирӗп тӑракан арҫын, ялта уншӑн ним пахи те ҫук. Унӑн пӳрчӗ тахҫанах пушаннӑ, ывӑлӗ-хӗрӗ саланнӑ. Унӑн чунӗ кӗҫӗн ывӑлӗшӗн ыратать. Ывӑлӗ савнипе вӑрҫӑнса кайсан вӑл ахаль лармасть.
Спектакльте Василий Павлов, Светлана Савельева, Лидия Красова, Валентина Музыкантова, Валентина Сурикова, Венера Пайгильдина, Николай Дмитриев, Ирина Апхипова, Александр Степанов, Станислав Владимиров, Татьяна Зайцева-Ильина тата ҫамрӑк артистсем выляҫҫӗ.
Пучинкесем спектакле ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗ. Вӗсем ура ҫине тӑрса тахҫанчченех тӑвӑллӑн алӑ ҫупнӑ.
Сӑнсем (20)
Вӑл чирли пирки малтанах илтнӗччӗ. Вӑл вара ҫаплипех вылятчӗ. Ним пулман пек хӑйне чӗрӗ те хавас тытатчӗ. Чире ҫӗнетех пуль тесе питех те шанас килетчӗ. Ҫук иккен. Усал чир уямарӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисткине Ольга Почалкинӑна та шеллемерӗ вӑл. 41 ҫулти сцена ӑстине леш тӗнчене илсе кайрӗ.
Театр ӳнерне кӑмӑллакансем Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткине кирек епле сӑнара калӑпласан та ӑшшӑн йышӑнатчӗҫ. Чунне парасла вылятчӗ Патӑрьел ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳссе Питӗрти театр училищин патшалӑх академийӗнче артист ӑсталӑхне алла илнӗ ӑста. 1996-мӗш ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксене театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Унӑн ролӗсене асӑнса та пӗтереймӗн. Тӗслӗх вырӑнне хам халь кӑна тепӗр хут пӑхса илнӗ «Ах, хуняма, хуняма, е Улми улмуҫҫинчен…» спектакле илсе парас-ши е тата «Ирпе автан авӑтсан» ятлине-ши? Тепӗр тесен, пӗрех мар-и? Пуринче те Ольга Почалкина тӗлӗнмелле маттур вылятчӗ.
Ольга Почалкинӑпа ыран, 14 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен, Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра сывпуллашӗҫ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче — премьера. Унта нумаях пулмасть 83-мӗш сезон уҫӑлнӑ. Артистсем куракансем валли парне хатӗрленӗ — сцена ҫине ҫӗнӗ спектакль тухнӑ.
Ку — хальхи юмах. Ӑна ача-пӑча ҫывавҫи Владислав Николаев ҫырнӑ. Театр ачасене сиенлӗ апат-ҫимӗҫрен сивӗтмешкӗн тӗллев лартнӑ. «Ванюк каникулӗсем» вара шӑпах ҫак темӑпа ҫыхӑннӑ.
Ванюк каникула асламӑшӗ патӗнче ялта ирттерет. Ӑна, хальхи ытти ачасем пекех, ялти апата хӑнӑхма йывӑр. Вӑл ҫав апат сӗтел ҫине мӗнле лекнине те пӗлмест. Унӑн шухӑшӗпе — апат-ҫимӗҫ лавккана ахаль ҫеҫ лекет. Чӑннипе вара мӗнле? Ванюка кун пирки Ҫӑкӑр, Сӗт, Ҫӗрулми каласа кӑтартаҫҫӗ.
Юмах — интерактивлӑ. Ачасем сӑнарсемпе пӗрле чуста ҫӑрма, ҫӑкӑр пӗҫерме, ҫӗрулми кӑларма, утӑ ҫулма вӗренеҫҫӗ. Постановкӑна икӗ чӗлхепе — вырӑсла тата чӑвашла — лартаҫҫӗ.
Ҫамрӑксен театрӗ аслисем валли те премьера хатӗрленӗ. Вӑл — «Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗм» ятлӑ. Ку постановка — фронтовик шӑпи пирки.
Шупашкарта авӑн уйӑхӗн 22-24-мӗшӗнсече театр педагогики енӗпе семинар иртмелле. Маҫтӑр-класа Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче пухӑнӗҫ.
Ҫамрӑксен театрӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, семинарта «театр педагогики» дисциплинӑна хӑнӑхтарӗҫ: шкул ачисене культурӑпа, вӗсене Ҫамрӑксене театрӗн репертуарӗнчи спектакльсемпе кӑсӑклантарас меслетсемпе майсем пирки каласа кӑтартӗҫ. Театр урокӗсем йӗркелеме вӗрентӗҫ. Семинара шкулсенчи учительсене тата тетартпа кӑсӑкланакан ытти мӗнпур ҫынна йыхравлаҫҫӗ.
«Ачасем театра ҫӳреме кӑмӑлламаҫҫӗ. Ку ыйтупа ӗҫлемелле. Унпа теартсен тимлемелле. Ачасем театра юратчӑр, ӑнланччӑр, туйччӑр», – тесе шухӑшлать семинарта маҫтӑр-класс ирттерекен Ольга Андрейкина.
Тренинга унччен ҫӗршыври 10 ытла хулара ирттернӗ. Ольга Андрейкина пирки каласан, вӑл искусствоведени кандидачӗ, Театр ӳнерӗн патшалӑх инстиуттне вӗренсе пӗтернӗ. Театр педагогин ӑсталӑхне вӑл Германире те туптанӑ. Семинара ҫавӑн пекех Ольга Шевнина ача-пӑча психологӗ хутшӑнмалла.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Театрӑн васкавлӑ пулӑшӑвӗ» проекчӗ «Лукойл» компани ирттерекен социаллӑ тата культура программисен конкурсне хутшӑнса ҫӗнтернине маларах пӗлтернӗччӗ.
Театр социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проекта унччен те пурнӑҫланине палӑртмалла. Аса илтерер, ӑна пурнӑҫа кӗртме сцена ӑстисем Раҫҫейӗн Культура министерстви йӗркеленӗ «Театр+Халӑх» проекта хутшӑннӑ. Проект сусӑр ачасене, тӑлӑхсене, ашшӗ-амӑшӗсӗр хӳттисӗр юлнисене, сусӑр ҫынсене, ватӑсене сцена ӳнерӗ урлӑ пулӑшас тӗллевлӗ.
«Театрин» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫурлан 25-мӗшӗнче Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Чӑваш Енӗн Ачасемпе ҫул ҫитменнисен реабилитаци центрӗнче пулнӑ, 29-мӗшӗнче — Шупашкарти ача ҫуртӗнче. Унти пӗр арҫын ачана театр ӗҫченӗсем Ачасен театр студине ҫӳреме йыхравланӑ. Ара, вӑл сцена ҫинче пулма питӗ юратать-мӗн.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Театрӑн васкавлӑ пулӑшӑвӗ» проекчӗ пулӑшу илнӗ. Вӑл «Лукойл» ирттерекен социаллӑ тата культура программисен конкурсне хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Проектсене Чулхула, Улатимӗр, Вологда облаҫӗсенчен, Мари Эл, Мӑкшӑ, Чӑваш республикисенчен 276 заявка тӑратнӑ. Ӗҫсене тӑватӑ номинаципе палӑртнӑ. 114 программӑран эксперт канашӗ 19 проекта суйласа илнӗ. Ҫав шута Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ хӑйӗн «Театрӑн васкавлӑ пулӑшӑвӗ» проекчӗпе лекнӗ.
Асӑннӑ проект спектакльсемпе пульницӑсене, ача ҫурчӗсене, социаллӑ реабилитаци центрӗсене, ваттисен ҫурчӗсене тухса ҫӳреме май парать. Ҫав учрежденисене артистсем уйӑхра икӗ хутчен ҫитсе килме палӑртаҫҫӗ.
Проекта театр 2012 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра 150 ытла мероприяти ирттернӗ, вӗсене 8 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Кот в сапогах» спектакльпе Саров хулине театр ӳнерне ачасене халалланӑ фестивале тухса каять. Фестиваль ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен тытӑнса 5-мӗшӗччен пырӗ.
Професси театрӗсене йыхравланӑ фестивальте Ҫамрӑксен театрӗ кӗтнӗ хӑна тесе пӗлтернӗ ҫак мероприяти пирки театр сайтӗнче хыпарланинче. Кӑҫал пирӗннисене фестивале уҫма шаннӑ. Ун валли театр «Кот в сапогах» мюзикла суйланӑ. Фестивале Мӑкшӑ Республикинчи, Жуковский, Заречный, Тамбов хулисенчи коллективсем пулмалла. Кунсӑр пуҫне Санкт-Петербургри «КВАМ» чӑматан-дуэт хутшӑнмалла.
Ку спектакле театр ӳнерӗн «Ылтӑн чаршав» республикӑри конкурсӗнче чи лайӑх ача-пӑча спектаклӗ тесе кӑҫал йышӑннӑччӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Иосиф Дмитриев лартнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче сцена ҫине «Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗм» трагикомеди кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Премьерӑна ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче куракан патне ҫитерӗҫ. Пьеса авторӗсем — Анатолий Хмытпа Вячеслав Оринов.
«Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗм» пӗччен фронтовикӑн шӑпипе паллаштарать. Оккупациленӗ Кейӳ хулинчен 1941 ҫулта Мирон мучи выҫӑ ачасене ҫӑлса партизан отрядне ӑсатнине унпа пӗр ял ҫыннисем пӗлмеҫҫӗ те иккен. Чылай ҫул иртсен Мирон мучие хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ҫӑлнӑ пӗр тӑвансем шыраса тупаҫҫӗ.
Трагикомедин жанрӗ тӗп сӑнарӑн тата ӑна пӗлекенсен чун хевтине ӑнланма май парать тесе пӗлтереҫҫӗ театрта.
Рольсенче Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Василий Павлов, Чӑваш Республикин халӑх артистки Лидия Красова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Владимир Григорьев, Николай Дмитриев, Станислав Владимиров, Александр Степанов, Ирина Архипова, Венера Пайгильдина, Ольга Почалкина, Светлана Дмитриева тата ыттисем выляҫҫӗ.
Акан 8-мӗшӗнчен тытӑнса 10-мӗшӗччен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗпе Йошкар-Олари ачасемпе ҫамрӑксен республикӑри театр-центрӗ пӗр-пӗрин патӗнче гастрольпе пулӗҫ.
Ҫармӑссем Шупашкара виҫӗ спектакльпе килӗҫ. Вӗсем — тӗрлӗ ҫулхисем валли. Акан 8-мӗшӗнче, 11 тата 13 сехетсенче, Шупашкар ачисем Е. Тыщук хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ «Принц тата Чудовище» юмахпа киленӗҫ, акан 9-мӗшӗнче, 11 тата 13 сехетсенче, — А. Чубаровапа И. Егорован «Чудесное превращение Бабы-Яги» хайлавпа, акан 10-мӗшӗнче, 14 тата 18 сехет те 30 минутра, Л. Филатов вырӑс фольклорӗ тӑрӑх ҫырнӑ «Про Федота-стрельца, удалого молодца» юмахпа.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ И. Трер П. Ершов юмахӗ тӑрӑх лартнӑ "Конек-Горбунок" спектакльпе гастрольте пулӗ.
Пушӑн 27-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, Вырӑс патшалӑх драма театрӗнче «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Чи малтанах ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов сцена ӑстисене уявпа саламланӑ.
Кӑҫал жюрипе куракансем пуш уйӑхӗ тӑршшӗпех чи лайӑх спектакльсемпе киленме пултарнӑ. Камсем ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ-ха?
«Ҫулталӑрки чи лайӑх спектакль (режиссура)» номинацире Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнчи Юрий Филипповӑн «Ночь перед Рождеством» (Н.В.Гоголь) постановки ҫӗнтернӗ.
«Ачасем валли лартнӑ чи лайах спектакль» номинацире Иосиф Дмитриев «Кот в сапогах» постановкӑпа мала тухнӑ (Ҫамрӑксен театрӗ).
«Спектакле кӗвӗ тӗлӗшӗнчен чи лайӑх илемлетни» номинацире Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнчи Юрий Григорьев «Ночи перед Рождеством» спектакльпе ҫӗнтернӗ.
«Чи лайӑх сценографи» номинацире Светлана Зверева «Синкерлӗ шӑпа» спектакле илемлетнӗшӗн ҫӗнтернӗ (Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ).
«Хӗрарӑм рольне чи лайӑх калӑплакан» номинацире Вырӑс патшалӑх драма театрӗн артисчӗ Татьяна Яфанова «Бабочка… Бабочка» спектакльте Эдда рольне калӑпланӑшӑн тата Елизавета Хрисанфова «Синкерлӗ шӑпа» постановкӑра Лизавета ролӗшӗн ҫӗнтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |